Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен ҫӗре вараланӑшӑн 600 пин тенкӗ шыраса илнӗ.
Пӑтӑрмах пирки Ҫутҫанталӑк надзорӗн управленине вырӑнтисем пӗлтернӗ.
Ведомство Комсомольскинчи ҫӗр лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ те канализаципе насус станцийӗнчен шыв юхса выртнине палӑртнӑ.
Асӑннӑ станци вырӑнти администраци балансӗ ҫинче пулнӑ.
Тимсӗрлӗхе пула ҫӗре 600 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Администраци штрафа хӑй кӑмӑлӗпе тӳлеме килӗшменрен Чӑваш Енӗн Арбитраж суднех ҫитнӗ. Халӗ штрафа тӳлесе татнӑ.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.
Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансен халӗ таса та паха шыв ҫителӗклех. Нумаях пулмасть унта «ЖКХ сферине ҫӗнетесси тата аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн шыв башни вырнаҫтарнӑ.
Таса шыв ыйтӑвӗ чӗчкенсене 10 ҫул ытла канӑҫсӑрлантарнӑ. Ялта нумайӑшӗ выльӑх-чӗрлӗх усрать. Вӗсене пусӑран, юханшыв-пӗверен ӑсса шӑварнӑ. Анчах 10 ҫул хыҫҫӑн шыв ыйтӑвӗ тата ҫивӗчленнӗ.
Халӗ чӗчкенсем шывпа перекетлемесӗрех усӑ кураҫҫӗ. Башньӑри шыв ҫынсем валли те, выльӑх валли те ҫитет.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче вырнаҫнӑ «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тислӗк кӑлармалли транспортер ҫинче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл унта тислӗк кӑлараканни пулнӑ.
Арҫын мӗнле майпа вилнӗ? Ку ӗҫ-пуҫа Чӑваш Енри патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ тишкерӗ. Халӗ ведомство инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатать.
Паян ирхи 3 сехет те 15 минутра «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче, Елчӗк муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта «Лада Гранта» кювета кутӑн-пуҫӑн чӑмнӑ.
Водитель, шел те, вилнӗ. Вӑл 2003 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пассажир, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, аманнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан икӗ учрежденире ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемпе коллектива Алена Елизарова министр иртнӗ эрне вӗҫӗнче паллаштарнӑ.
Йӗпреҫри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта директор тилхепине Андрей Иванова тыттарнӑ. Ҫав ҫын унччен Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленине ертсе пынӑ.
Комсомольскинчи ҫавӑн пек центра Ирина Долгова ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл маларах районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчи 59 ҫулти арҫын тӑватӑ юман каснӑшӑн явап тытӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем тӑватӑ тунката пуррине юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫывӑхри ялсене ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пӗр ҫурт патӗнче вӗсем тин кӑна тунӑ йывӑҫ настил пуррине асӑрханӑ. Юман вӑрри ҫапла тупӑннӑ та.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Патӑрьел тата Комсомольски муниципаллӑ округӗсенче такам ҫул ҫинчи 70 ытла палла касса кайнӑ, тӗпӗсем кӑна юлнӑ. Ҫапла 30 ҫухрӑм ҫинчи паллӑсем ҫухалнӑ.
Ҫакна кам тунине палӑртма полицейскисене сехет те кирлӗ пулман - паллӑсене тиесе кайнӑ Газеле тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе Самар облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тума пултарнине палӑрнӑ. Вӑл вӗсене тимӗр-тӑмӑра кайса пама шутланӑ иккен.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян 9 сехет те 47 минутра Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВА№-2111 рулӗ умӗнче ларнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр транспорт рулӗ умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Аварире икӗ водитель те аманнӑ. Кунсӑр пуҫне 4 пассажир суранланнӑ: ҫав шутра – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем. Вӗсем салонра ятарлӑ креслӑра ларман.
Халӗ ведомство ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Чӑваш Енри пилӗк тухтӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫав йышра: Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи участок пульницин пӗтӗмӗшле практика врачӗ Альберт Андреев, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Вадим Григорьев, Комсомольски районӗнчи тӗп пульницӑн хирургӗ Валерий Козлов, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн анестизиологипе реанимаци уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Кузнецова, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн акушер-гинекологӗ Елена Чернова.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующине Галина Кольцовӑна «Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |